Чӑваш Енре туса илекен продукцие Азербайджана ӑсатӗҫ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри предприятисем бизнес тӗллевпе Азербайджанра пулнӑ. Виҫӗ кунта стройиндустрин тӗрлӗ компанийӗнче чылай тӗлпулу ирттернӗ.
Сӑмахран, азербайджансене «Берсеркер» компани алӑкӗсем килӗшнӗ. Пахалӑх тӗлӗшӗнчен те, хакӗпе те. Ҫавӑнпа та Чӑваш Енри заводӑн хӑйӗн продукцине курттӑммӑн тата ваккӑн сутакан лавккасемпе дистрибьюторсем урлӑ та, строительство компанийӗсене те сутас шанчӑк пур.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Спектр» ӑслӑлӑхпа прозводство предприятийӗ туса кӑларакан сӑрӑ та Азербайджанри строительсене килӗшнӗ.
«Гервент Рус» компани ҫӗнӗ йышши вентиляци оборудованийӗ туса кӑларать. Вӗсене те азербайджансем ырланӑ.
Чӑваш Енри муниципалитетсенче инвесторсемпе тата усламҫӑсемпе ӗҫлекен ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Ун пек команда кирлине Инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне сарассипе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ. Мероприятие Олег Николаев Элтепер ертсе пынӑ.
Республика ертӳҫи районсемпе хуласене инвестици командисем йӗркелеме хушса каланӑ. Асӑннӑ ушкӑнсене ӗҫлеттерсе ярассишӗн Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви тата Чӑваш Енри инвестици аталанӑвӗн агентстви яваплӑ пулӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Ку хыпара паян, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, хула мэрийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра хула администрацийӗ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Андрей Петров пӗлтернӗ.
Хула адмнистрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса паянтан Инна Антонова ӗҫе кӳлӗннӗ.
Инна Николаевна ӗҫ биографийӗн пысӑк пайне республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче тӑрӑшса ирттернӗ. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗн, каярах пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл республикӑн Финанс министерствинче инвестици тата хысна политикин управленийӗн пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви транспорт сутассине пӗлтернӗ. Конкурс юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ. Унта хутшӑнас тесен электрон аукциона кӗмелле.
Министерство республика хыснинчи икӗ транспорта сутӗ. Вӗсенчен пӗри — «ГАЗ-32213» ГАЗель (микроавтобус). 2003 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ 62 пин тенкӗпе танлашӗ. Микроавтобуспа Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗ усӑ курнӑ.
Сутлӑха кӑларнӑ тепӗр транспорт — «ПАЗ-3206-110-70» автобус. 2008 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ — 197,1 пин тенкӗ. Автобуспа Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав служби усӑ курнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх пурлӑхне ҫитес ҫул приватизацилессипе прогноз планне хатӗрленӗ. Унта пӗр объект кӑна кӗртнӗ. Ку вӑл — «Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗсем. Складсем Шупашкарти Николаев урамӗнчи 14-мӗш «а» ҫурт адреспа вырнаҫнӑ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулта ҫӗр участокне ҫуртсемпе пӗрле 48 миллион тенкӗпе хакланӑ, ҫав шутран 28 миллионӗ — ҫӗр хакне шута илмесӗр. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, Апат-ҫимӗҫ фончӗн склачӗсемпе аренда хакӗ ытла пысӑккине кура усӑ курмаҫҫӗ.
Чӑваш Ен юлашки ҫулсенче хӑйӗн продукцине чикӗ леш енне ӑсатассине самай анлӑлатнӑ. Ҫак енӗпе патшалӑх пулӑшнине те палӑртмалла.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхран ытти регионтан ӑсанман тавар та чикӗ леш енне каять. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин гетероструктурӑллӑ хӗвел модулӗсем (сӑнӳкерчӗкре). «ЧЕТРА» предприятин промышленность тракторӗсене, чӑваш хӑмлине, Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче туса кӑларакан пӑра хирӗҫле ракетӑсене те асӑнса хӑварнӑ. Пластик турбодефлекторсене те Чӑваш Енре кӑна кӑлараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен агентствине «Ертӳҫӗсен команди» конкурс финалисчӗ ертсе пыма тытӑнӗ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнакан учреждение Мария Гришина ертсе пырӗ. Вӑл наци туризмӗн брендне аталантарас тата халӑхра сарас енӗпе тӑрӑшӗ.
Мария Гришина тата унсӑр пуҫне тепӗр тӑватӑ ҫын пӗлтӗр эпир маларах каланӑ конкурсра финала тухнӑ. Финалистсене ертӳҫӗ пулмалли кандидатсен резервне кӗртеҫҫӗ.
Маларах Мария Гришина «Кванториум» технопарк ертӳҫинче ӗҫленӗ. Ӑслӑлӑхпа педагогика, промышленноҫпа инноваци аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ программӑсене, индустри паркне йӗркелессипе тимленӗ.
«Кванториум» технопаркӑн ертӳҫин тивӗҫӗсене Анна Скворцова (вӑл – директор ҫумӗ) пурнӑҫлӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви «Volkswagen Phaeton» автомобильсем сутассине пӗлтернӗ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пуҫланӗ.
Асӑннӑ икӗ машинӑна республикӑна Михаил Игнатьев ертсе пынӑ вӑхӑтра туяннӑ. Ҫӗнӗ чухне пӗр машина хакӗ 8,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ аукционти пуҫламӑш хака 847 пин тенкӗ пулӗ тесе палӑртнӑ.
Аукционта ытти машинӑна та сутӗҫ. Сӑмахран, 2007 ҫулта туса кӑларнӑ «Mersedes-Benz» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ — 852 пин тенкӗ, 2002 ҫулхи «ГАЗ 3102» — 24 пин, 2004 ҫулти «ВАЗ-21099» — 11 пин, «УАЗ 39629» санитари автомобилӗ — 15 пин, 1988 ҫулхи «ГАЗ-САЗ-3507» — 52,1 пин, 1996 ҫулхи «УАЗ-315-12» — 37,3 пин.
Унсӑр пуҫне «Амур-М» катера та сутасшӑн. Унӑн пуҫламӑш хакӗ — 23 пин тенкӗ. Вӑл ҫалавпа шырав службин балансӗ ҫинче тӑнӑ.
«Чӑваш Ен — релестроени тата электротехника енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи тӗп хула». Ҫапла хакланӑ РФ промышленность тата суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Михаил Иванов Шупашкарта «РЭЛАВЭКСПО-2021» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче тата куравра.
«Раҫҫей шайӗнче пысӑка хурса хаклакан Чӑваш Енри предприятисемшӗн эпӗ мӑнаҫланатӑп тата савӑнатӑп», — тесе ҫырнӑ республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбукра.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре Раҫҫейри пӗртен-пӗр электротехника кластерӗ пур. Отрасльте 20 пин ытла ҫын пурӑнать. Асӑннӑ отрасль промышленность сферинче 30 процента яхӑн йышӑнать.
Чӑваш пукани Корейӑра упранӗ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Сеулта, «Пушкин ҫурчӗ (Pushkin House)» музей пур. Ӑна вырӑссен культурӑпа вӗренӳ центрӗ ҫумӗнче 2002 ҫулта уҫнӑ. Ӑна Раҫҫейпе Корея пӗр-пӗрин культура эткерлӗхӗпе пуянланччӑр, вырӑнтисем вырӑс чӗлхине вӗренччӗр тесе йӗркеленӗ. Шӑпах ҫав музейре упранӗ те чӑваш пукани.
Сеулти музей вали пуканесене Людмила Васильева ӑста хатӗрленӗ. Матрешка 8 пуканерен тӑрать. Кашни пуканене чӑвашла тумлантарнӑ.
Пуканене Халӑхсем хушшинчи ассоциаци урлӑ ӑсатӗҫ. Проект партнерӗсем — Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, «Манӑн услам» центр тата республикӑн Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |